Кĕр асамĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.09.2025, 11:46 Просмотров: 78

Сисмесĕрех кĕркунне çитрĕ,

Пушанчĕç тулăх уй-хирсем.

Кĕçех хĕл сиввисем те килĕç,

Чунăм, эс тунсăха сирсем.

Кĕр сиввине чунпа туйса-ши,

Вĕçсе çухалчĕç кайăксем.

Ял халăхĕ, сивве сиссе-ши,

Пуçтарчĕ пахчаçимĕçсем.

Кĕр мăнтăрĕ килсе çитсессĕн

Ял халăхĕ чунтан канать.

Туй шилĕкĕ тулли пулсассăн

Чун савăнать, юрлас килет.

Виç Явăш халăхне савап эп,

Чунтан кĕрхи салам ярса.

Юратупа телей ярап эп,

Чун-чĕререн ырă сунса.

Иван ФЕДОРОВ

Мăн Явăш

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика