Вăхăтра чарнă...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.09.2025, 11:46 Просмотров: 22

Республика витĕр иртекен, пысăк хуласене çыхăнтаракан трассăсем çинче наркотиксене турттаракан преступниксене чарни те тĕл пулать. Юлашки вăхăтра та кунашкал киревсĕр тĕслĕхсем темиçе те çырăннă.

Чăваш енре, акă, çак сăлтавпах Мускав облаçĕнче пурăнакан çемьен те суд умĕнче явап тытма тивĕ. Вĕсенне полици сотрудникĕсем пĕтĕмĕшле 50 килограмм енне тĕрлĕрен наркотик туртса илнĕ-мĕн.

Шалти ĕçсен министерствин информацийĕ тăрăх, наркокурьерсен «Лэнд Ровер» автомобильне Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем февраль вĕçĕнче М-12 трассăн Çĕмĕрле районĕнчи пайĕнче чарнă. Ун чухне саккунсăр веществосене машинăра 14 килограмм енне тупнă.

Каламалла, 56-ри водителе унччен маларах руль умĕнче ÿсĕрле çÿренĕшĕн административлă явап тыттарнă. Хальхинче те автоинспекторсем унăн наркотикпе минренин паллисем пуррине асăрханă. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма вара арçын килĕшмен.

Çемьене тытса чарнă хыççăн Чăваш енри полици сотрудникĕсем Ногинск хулине те тухса кайнă, кунта мăшăрăн тепĕр машинине тĕрĕсленĕ. Унта наркотиклă веществосене тата 35 килограмм ытла тупнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика