Ăста комбайнер

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.09.2025, 11:47 Просмотров: 86

Ĕçчен те хастар çынсем ял-йышра хисепре. Ял тăрăхĕнче тăрăшуллă çемьесем сахал мар, кил бюджетне хулăмлатас тесе килти хушма хуçалăхсене аталантарма тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх нумай тытаççĕ.

Чăрăшкас Хирлепри Петр Титович Максимов нумай çул комбайн çинче вăй хунă. Ĕç коллективĕнче хисепре пулнă, хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлас тесе тăрăшнă. Паянхи кун та çичĕ теçетке урлă каçнă пулсан та руль умĕнче.

Уй-хиртен тырпула пуçтарса кĕлете кĕртес тесе ырми-канми тăрăшать. Пурĕ 150 гектар вырса çапнă. Петр Титовича хăватлă комбайнпа ĕçлеме килĕшет. Çĕнĕ йышши техника уй-хир ылтăнне тăкаксăр пухса кĕртме пулăшать. Тăрăшуллă комбайнер аллинче ĕç ăнăçать. Чыс та мухтав Петр Титовича. Сывлăхĕ хурçă пек çирĕп пултăр, çăлкуç евĕр таптăр вăй-халу, умра çиçтĕр тулли телей.

Александр ИВАНОВ

Йăлтăм

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика