Чăваш енре пурте усă куракан автомобиль çулĕсем çинчи кĕпер сооруженийĕсене йĕркере тытса тăрассипе пахалăхлă тимлеме палăртаççĕ. Ĕçсене пурнăçлакана суйласа илме конкурс çинчен пĕлтернĕ ĕнтĕ. Контракт çырсан подрядчик тĕрлĕ тăрăхсенче, çав шутра Вăрнар округĕнче те, палăртнă ĕçсене ирттерме тивĕçлĕ.
Кĕперсене кирлĕ пек асăрхаса-тытса тăрассине чылай мероприяти кĕрет. Ун сийне тата искусствăлла сооруженисене, тротуарсене тусан-пылчăкпа юртан тасатса тăрасси* перилăсемпе картисене, çутă юписене, ытти конструкцисене сăрласси* сиенленнĕ çул-йĕр паллисене ылмаштарасси тата ытти те. Пĕтĕмĕшле ку тĕллевсемпе республика бюджетĕнчен 68,4 млн тенкĕ енне уйăрма пăхнă. Аукцион пĕтĕмлетĕвĕсене октябрь варринче тăвĕç.
- Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе пурнăçлакан ку ĕçсем транспорт хатĕрĕсен тата çуран çÿрекенсен хăрушсăрлăхне, çавăн пекех кĕпер сооруженийĕсен тасалăх-тирпейлĕхне, ăнăçлă усă кураслăхне тивĕçтерес тĕллевлĕ, - палăртать тарифсем енĕпе тимлекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Егоров.
Ирина ПЕТРОВА
Октябрь 2025 |