Çуралнă кун тĕлне - çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2025, 15:24 Просмотров: 13

Паян пирĕн хисеплĕ ветеранăн, Раççей пичет отличникĕн, Вăрнар типографине 33 çул ертсе пынă Вениамин Иванович СОРОКИНĂН çуралнă кунĕ. Эпир ăна çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Вулакансене ун çĕнĕ сăввисемпе паллашма сĕнетпĕр.

Каç

Каç. Çăлтăрсем выляççĕ,

Йăл çунаççĕ те ÿкеççĕ.

Вăйăра çамрăксем шавлаççĕ,

Улах вырăнсем шыраççĕ.

Пирĕн пахчана иленнĕ

Чăрсăр шăпчăк кайăксем.

Мĕн калаççĕ-ши, пĕлесчĕ,

Кам валли-ши юррисем/

Çăка айне канма вырнаçрăм.

Кунĕпех ĕçре - ĕшентĕм.

Тавраллах чечен çеçке -

Кăмăла илĕртеççĕ-çке.

Юнашарах пилеш ÿсет,

Çырмара çырли пиçет.

Пахчипех вĕлле сĕрлет,

Пылак пуррине пĕлет.

Тарăн шухăша путатăп,

Ăшăмра кĕрлет хĕлхем.

Эпĕ çеç пĕччен ларатăп.

Кама кĕтет-ши ман чĕрем/

 

Хĕвел пăхать чÿречерен

Пурнăç йăл кулать пире

Ирпе ирех тăрса.

Хĕвел пăхать чÿречерен,

Пÿрте кĕресшĕн йăпшăнса.

Пĕр харăс чечексем çĕкленчĕç.

Сывлăшпа чÿхеннĕ те таса.

Кайăксем пурнăçпа киленчĕç.

Ăшă кунпа усă курса.

Каç. Тавралăх шăпланчĕ.

Сывлăм уçă та таса.

Ырă ĕçре кунĕ вĕçленчĕ,

Апата лараççĕ ыр сунса.

Инçех те мар купăс сас пачĕ

Килентерсе кăмăлсене.

Çепĕç кĕвĕ вăштăр вĕçрĕ

Хускатса чĕресене.

Мĕн калăн, вăхăчĕ шăвать.

Мĕн акрăн - çавă-çке шăтать.

Ешĕл хунав пек çамрăклăх,

Васкасах ÿсет пуласлăх.

 

Тухрăм хире ирех чупса

Телей чечекне пурте шыраççĕ

Уçлăхра, çăлтăрсем çинче.

Пĕр вĕçĕм малалла васкаççĕ,

Хатĕрех вĕçме инçе, инçе.

Тусăмсем, аякка ан вĕçĕр.

Тусем енне е тинĕс хĕррине.

Вăхăта сая ан ярăр,

Вăл пурнать çумрах, чĕресенче.

Сăнăр, çывăхрах çÿрет,

Кÿршĕрех. Ĕçлет вăл пахчара.

Кунсерен сан умран иртет

Е утать сăнаса хыçра.

Туятăн, систерет чĕре,

Хăш чухне вăратать çĕрле.

Темшĕн вăл пуринчен хитре.

Мĕн кĕтен, утсам пĕрле.

Хитришĕн чечеке ан хуçăр,

Пурпĕрех типет тесе.

Ăшшăн, кăмăллăн йăпанăр,

Хулпуççи çине пуçа тĕртсе.

Тупрăм ирех хире чупса.

Çитĕнет уйра ыраш ăнса.

Вăлах çÿрет кăмăллăн утса,

Чечекрен пуç кăшăлĕ çыхса.

ЯВАШ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика