Мускавра хакланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2025, 15:26 Просмотров: 126

Чăваш ен Раççейри 27-мĕш хут иртекен «Ылтăн кĕркунне – 2025» куравра агропромышленноç вăй-хăвачĕпе паллаштарнă.

Аграри отраслĕн тĕп пулăмĕ пĕтĕм çĕршыва юпа уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче пухнă. Программăра регионсен тата отрасльти пысăк предприятисен çитĕнĕвĕсен экспозицийĕ, вун-вун çавра сĕтелпе дискусси пулнă.

Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе унта правительство команди çитсе курнă. Чăваш енри 25 ытла предприяти куравра хăйсен продукцийĕпе тата регионпа паллаштарнă. Хăнасем пирĕн сырсем, какай деликатесĕсем, сĕт-çу юр-варĕсем, пылак çимĕçсем, тата, паллах, чăваш хăмли пирки ытларах пĕлме пултарнă.

Унсăр пуçне Чăваш ен 7 килĕшÿ тунă, предприятисен продукцийĕ пысăк хаклава тивĕçнĕ.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика