Ку вăл кăçалхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пукрав праçникĕн кунĕнче, пулса иртрĕ. Çак кун пăртассемшĕн хурлăхлă пулăмпа палăрчĕ.
Ялти шкул ветеранĕн, ачасене нумай çул математика предметне вĕрентнĕ Юлия Петровна Волкован СВО-ра çапăçакан ывăлĕ Дима Михайлов сержант Донецк облаçĕн Артемовск районĕнчи Клещеевка ялĕшĕн пынă хаяр çапăçура хыпарсăр çухални çинчен икĕ çул каяллах, 2023 çулхи авăн уйăхĕнче, сăмах тухнăччĕ. Юлия Петровна, унпа пĕрле пĕтĕм ял халăхĕ, ĕçтешĕсем, Димăпа шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем ку усал хыпар йăнăш пултăрах тесе ĕмĕтленчĕç. Анчах та шанни кăлăхах пулчĕ, кăçалхи авăн уйăхĕнче Димăн ÿтне тупса палăртнă. ДНК та вăл Юлия Петровнан ывăлĕ пулнине çирĕплетнĕ.
Иртнĕ ытларикун Дима тăван яла 200-мĕш номерлĕ тиев ятпа таврăнчĕ. Ăна, пирĕн тăнăçлăхшăн, Тăван çĕршыва НАТО тата Украина нацисчĕсенчен хÿтĕлес тĕллевпе, вĕсен урисем Раççей çĕрĕ çине ан пусчăр, çĕнĕрен вăй илме пуçланă фашистла идеологисем путланччăр тесе çапăçса пуçне хунă ентеше хисеп тума Пăртас халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене асăнса лартнă мемориал умне йышлăн тухрĕ. Куççуль витĕр траур митингĕ иртрĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Геннадий ИВАНОВ
Пăртас
Автортан: çак статьяна çырма пулăшнăшăн пытару церемонине хутшăннă Л. Егорована, С.Кондратьевана тата Л.Яковлевана тав тăватăп.
Октябрь 2025 |
