Диспансеризаци пĕлтерĕшлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.10.2025, 15:33 Просмотров: 11

Хĕрарăмсен хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшмалла. Сĕт парĕсене пысăк тимлĕх уйăрмалла. Кăкăр ракĕпе чирлесрен асăрханмалла. Тĕп хăрушлăх - рак клеткисем лимфа тĕввисене е юн çÿрекен çулсене куçса пĕтĕм организмра сарăлма пултараççĕ.

Вăхăтра тĕрĕсленнине нимĕн те çитмĕ. Асра тытăр: чире малтанхи тапхăрта тупсан сиплев ăнăçлăрах пулĕ. Акă, ятарлă скрининг программи пулăшнипе медицина ĕçченĕсем чи пĕчĕк улшăнусене тупса палăртаççĕ. Диспансеризаци йĕркипе маммографи, ультрасасă тĕпчевĕ, клиника тĕрĕслевĕ ирттереççĕ. 40–75 çулсенчи хĕрарăмсен маммографи витĕр тухмалла. 40 çултан кĕçĕнреххисене ку тĕпчев урлă сывлăхĕ мĕнлине кура кăлараççĕ. Енчен те çемьере кăкăр ракĕпе чирлекенсем пулнă-тăк, онкологпа канашламалла, унăн сĕнĕвĕсене пăхăнмалла тата çулсеренех сывлăха тĕрĕслеттермелле.

Елена ЕГОРОВА,

республикăри медицина профилактикин,

сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн методисчĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика