«Кăкăр ракĕ» приговор мар...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.10.2025, 15:33 Просмотров: 12

Ку эрнере сĕт парĕсен ракĕпе кĕрешмелли эрне иртрĕ.

Час-часах хĕрарăмсем кăкăр чирĕ палăрсан кăна - ыратнине туйсан, кăкăр форми улшăнсан, шĕвек юхма тытăнсан - тухтăр патне каяççĕ. Усал шыççа пĕрремĕш-иккĕмĕш тапхăрсенче тупса палăртсан чиртен сывалма, кăкăра упраса хăварма майсем ытларах. «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсене ОМС полисĕпе тÿлевсĕрех маммографи тĕпчевĕ витĕр кăлараççĕ. Мобильлĕ комплекссем ялсене те тухса çÿреççĕ. Çапла майпа ку тăрăхра пурăнакан этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ сывлăха утăмрах тĕрĕслеме пултарать. 40 çултисен икĕ çулта пĕрре маммографи тĕпчевĕ витĕр тухмалла, 50 çултан иртнисен - кашни çул. Енчен те йăхра кăкăр ракĕпе чирленĕ хĕрарăмсем пулсан, менопауза ир çитсен е гормон шайлашăвĕ пăсăлсан уйрăм графика пăхăнса сывлăха тĕрĕслеççĕ.

Тепĕр тесен кашни хĕрарăмăн кăкăр парĕсене сăнама хăнăхмалла. Харпăр хăй валли вăхăт уйăрни пĕлтерĕшлĕ. Тăрăшни ĕмĕре вăрăмлатма пулăшать.

Хĕрарăмсем хушшинче сывлăха тĕрĕслеттерме шикленекенсем те, операцирен хăракансем те çук мар. Чире аталаниччен тупса палăртсан кăкăр ракĕ приговор мар. Юлашки çулсенче малтанхи тапхăрсенче чирлисене тупнă тĕслĕхсен шучĕ ÿсрĕ. Эпĕ хамăн пациентсене яланах çапла калатăп: «Тĕрĕслевсем витĕр тăтăшах тухни хăвăр пурнăçа инвестици хывниех. Сывлăхлă пулсан та маммографи вăхăтра тăвăр!»

Сергей АЛЕКСЕЕВ,

Сывлăх сыхлавĕн министерствин

штатра тăман тĕп онкологĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика