Чирлес мар тесен...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.10.2025, 15:34 Просмотров: 14

Кăкăр парĕсен ракĕ - усал шыçă. Вăл сĕт парĕсен клеткисенче аталанать. Кăкăр ракĕ арçынсен те пулать.

Паллах, ку чирпе ытларах хĕрарăмсем аптраççĕ. 45 çултан иртнĕ кашни 8-мĕш хĕрарăмăнне çак диагноза тупса палăртнă. 55 çул урлă каçнисем тĕлĕшпе сывлăх кăтартăвĕ çапларах - кашни виçĕ хĕрарăмран иккĕшĕн кăкăр чирĕ.

Калас пулать, сĕт парĕсен ракĕн аталанăвне генетика та витĕм кÿрет. Çывăх тăванăр ку чирпе чирленĕ-тĕк, уйрăмах тимлĕхе çухатмалла мар.

Алкогольлĕ шĕвексене ĕçекенсен рак аталанас хăрушлăх 1,5 хут ÿснине шута илмелле. Самăр çынсен те асăрханмалла. Чĕлĕм туртни, сахал хусканусем туни те чире пуçарма пулăшать. Эрнере 10 сехет уçăлса çÿрени сывлăхшăн усăллă: рак аталанассине 20 процент чакарать.

30 çула çитиччен пепкесене кун çути парнеленĕ хĕрарăмсен сывлăхĕ çирĕпрех. Асра тытăр: ачана 13 уйăх ытла кăкăр ĕмĕртни е виçĕ ытларах пепке çуратса вĕсене кăкăр сĕтĕнчен уйăрманни хĕрарăм сывлăхĕшĕн усăллă. Пепке çуратманнисен вара рак аталанас хăрушлăх пур.

Диспансеризаци, маммографи тухни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чир-чĕре вăхăтра тупса палăртма пулăшать.

Ирина ВОЛКОВА,

республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн врачĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика