Талпăнаканшăн çул яланах уçă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.10.2025, 15:35 Просмотров: 108

Республикăри Хĕрарăмсен союзĕ тата Ял хуçалăх министерстви пуçарнă «Вăйсене пĕрлештерсе: вырăнти хăйтытăмлăх тата ăнăçлă ял хĕрарăмĕсем» проект йĕркипе Вăрнарта ăшă тĕлпулу иртрĕ.

Унта хăй ĕçĕпе тимлекен хĕр-пикесене чĕннĕ. Вĕсем чăннипех те маттур пулнине библиотека фойинче йĕркеленĕ курав та çирĕплетрĕ. Алина Маркова, ак, килнисене чăваш эрешĕллĕ япалисемпе тыткăнларĕ. Наци тĕрриллĕ футболкăсемпе, ум çаккисемпе, ытти капăрлăхпа вăл хаваспа паллаштарчĕ. Наци эрешĕсене Алина машинкăпа тĕрлет. Ăна социаллă контракт йĕркипе тивĕçнĕ укçапа туяннă.

Инга Петриченко та социаллă контракт программине хутшăннă. Вăл та патшалăх пулăшăвĕ хăйĕн ĕçне аталантарма лайăх тĕрев панине палăртрĕ. Хĕр пĕремĕксем пĕçерет. Вĕсен çийĕ кашнинчех тĕрлĕ тематикăллă. Хальхинче курав валли вăл хăйĕн пылак çимĕçне кĕркуннене халалланă. Хĕрарăмсен юхăмĕн символикиллĕ пĕремĕксем тĕлпулура уйрăмах курăмлă пулчĕç.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика