Кашни ыйту - асăрхавра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.10.2025, 15:37 Просмотров: 14

Пĕтĕм республикипе анлăн йĕркеленĕ Информаци кунĕ Вăрнар округĕнче те тухăçлă иртрĕ. Хальхинче влаç органĕсен представителĕсем ял хуçалăх техникумĕн коллективĕпе тата вырăнти предпринимательсемпе тĕл пулчĕç. Ĕçлĕ ушкăн йышĕнче - Чăваш енри Конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Сергей Егоров, округ пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Мулеев тата заместителĕсем Светлана Шашкаровапа Алексей Фирсов. Мероприятин кун йĕркинче - паянхи актуаллă темăсем: вырма ĕçĕсен кăтартăвĕсене тишкересси тата республикăра иртнĕ кĕрешÿсен наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери Вăййисене пĕтĕмлетесси. Çавăн пекех тĕлпулу вăхăтĕнче финанс хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, коммуналлă инфраструктура объекчĕсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлени, культура проекчĕсене пурнăçлани тата ытти пирки те калаçрĕç.

Пĕлтĕрхинчен ытларах

Кăçал çанталăк ял хуçалăх ĕçченĕсем умне сахал мар чăрмавсем кăларса пычĕ. Çулла çумăрĕ ытлашшипех лÿшкерĕ, ÿстернĕ тухăçа пухса илме вăхăт çитсен те нÿрĕке пула техника уй-хире вăрах кĕрейменни те пулчĕ. Апла пулин те аграрисем ял хуçалăх çулталăкне ăнăçлă вĕçлес тесе пĕтĕм вăя хыврĕç. Республикăра тырпул культурисен, çĕрулмипе пахчаçимĕç, хăмла тухăçлăхĕ те, вĕсене пухса кĕртнин калăпăшĕ те аваннине пĕлтерчĕ информушкăн ертÿçи Сергей Егоров.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика