«Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Вăрнар район тĕп больницин хĕрарăмсен консуль-тацийĕ валли хальхи йышши оборудовани илсе килнĕ.
Çĕнĕ хатĕрсен шутĕнче – ультрасасă аппарачĕ ?УЗИ%, амăшĕпе пепки валли ятарлă монитор, çавăн пекех ытти инновациллĕ медицина инструменчĕсем. Çак хăватлă оборудовани репродуктивлă ÿсĕмри тата пепке кĕтекен хĕрарăмсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин пахалăхне ÿстерĕ, тĕрĕсрех тата вăхăтра диагностика тума май парĕ. Унсăр пуçне гинекологсемпе акушеркăсем валли документсемпе ĕçлемелли нумай функциллĕ хатĕрсем илнĕ.
Сергей Илюткин тĕп тухтăр палăртнă тăрăх, сыватмăшра медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли условисем лайăхланаççĕ, хальхи технологисене тата çĕнĕ йышши процедурăсене ĕçе кĕртеççĕ. Вăрнар округĕнчи хĕрарăмсен репродуктивлă сывлăхне çирĕплетмелли тата упрамалли майсем лайăхлансах пыраççĕ.
Елена ТОЛСТОВА
Октябрь 2025 |
