Чăваш енпе туристсем кăсăкланнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.10.2025, 15:38 Просмотров: 103

Пĕтĕм тĕнчери наци кĕрешĕвĕсен II Вăй-йисене хутшăннисем - Раççейпе Монголирен килнĕ спортсменсем - шĕкĕр Шупашкар хулин историллĕ пайне çитсе манăçми кун ирттернĕ.

Экскурсире хăнасем хăйнеевĕрлĕ паллă вырăнсемпе паллашнă, авалхи урамсенче çÿресе вĕсем Чăваш енĕн пуян историйĕ çинчен нумай интереслĕ факт пĕлнĕ.

Программăн тĕп пункчĕсенчен пĕри - «Пехет» агромаркета кайни. Ку вырăн спортсменсен кăмăл-туйăмне çĕкленĕ. Гастрономин тĕрлĕ енĕпе паллашнисĕр пуçне хăнасем ăсталăх класĕсене хутшăннă. Чăвашсен йăлана кĕнĕ сувенирĕсемпе тата республикăн культура еткерлĕхĕпе кăсăкланнă. Çак опыт спортсменсене чăваш халăхĕн тараватлăхне тата унăн культурин хăйнеевĕрлĕхне тарăнрах туйса илме май панă.

Чăваш ен тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасемшĕн ăнăçлă туризм маршручĕн паха тĕслĕхĕ пулса тăнă.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика