Хăçан кĕтсе илĕпĕр-ши?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.10.2025, 14:04 Просмотров: 138

Пирĕн Аçăмçырми ялĕ витĕр муниципаллă автоçул иртет. Вăл 4 яла пĕрлештерет. Ăна 1988 çулта хута янă. Çиелтен асфальт сарнă.

Темиçе çул каялла Калинино салинчи кĕпер арканнăччĕ. Ăна юсанă вăхăтра пĕтĕм транспорт пирĕн ял витĕр çÿрерĕ. Асфальтлă çула питĕ хытă аркатрĕç. Тепĕр çул Ленин урамĕнчи çула вĕт чул сарса тухрĕç, икĕ енĕпе канав чакаларĕç. Советски урамĕнчи 500 метр çул çинче 40 çул енне нимĕнле юсав ĕçĕсем те туман. Ку лаптăкра кашни утасра шăтăк-путăк кăна. Кашнинчех çулталăк вĕçленсен вырăнти администраци пуху ирттерет. Унта округ администрацийĕ енчен те представительсем пулаççĕ. Çавăн пекех информаци кунĕ те иртет. Пуçлăхсем шантараççĕ-ха, лавĕ вара пĕр вырăнтах тăрать. Çак ĕç хăçан вырăнтан тапранĕ-ши/ Ку ыйтупа республика Пуçлăхĕн «тÿрĕ линине» те тухрăмăр ĕнтĕ. Шантарни сăмах вĕççĕн кăна ан юлтăрччĕ.

Ял çыннисем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика