Çамрăксене - наркотик хăрушлăхĕ çинчен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.10.2025, 14:05 Просмотров: 14

Октябрĕн 13-мĕшĕнчен 24-мĕшĕччен округра пĕл-терĕшлĕ профилактика мероприятийĕ пычĕ. Вăл, «Ăçта ви-лĕм сутаççĕ, пĕлтер» ятпа ир-текенскер, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне хирĕçле ĕçе вăйлатас тĕллевлĕ. Акцие влаç тытăмĕн, йĕрке хуралĕн, меди-цина, социаллă, ытти яваплă мĕнпур службăсем хутшăнчĕç.

Профилактика ĕçĕнче уйрăмах ачасемпе ĕçлесси тĕп вырăнта. Çав шутра - наркотик хăрушлăхĕ çинчен ăнлантарасси, вĕсене ку сиенлĕ япаласене тутанассинчен е сарма явăçассинчен хÿтĕлесси.

Асăрхаттаруллă тапхăрта полици пайĕн, Вăрнарти социаллă тивĕçтерÿсен центрĕн тата округ администрацийĕн КДН сотрудникĕсем пуçарнипе шкулсенче те усăллă тĕлпулусем иртнĕ. Хăнасем ачасене наркотиксене иленни сывлăха мĕнле хавшатни, ăс-тăна улăштарни, тĕрĕссипе, пурнăçа та кĕскетни çинчен тĕслĕхсемпе çирĕплетсе витĕмлĕ каласа панă. Хăйсене иккĕленÿллĕ тытакан, киревсĕр ĕçсене хутшăнтарма хăтланакан çынсенчен сыхланмаллине асăрхаттарнă.

«Вурнарский» пайăн çула çитменнисемпе тимлекен аслă инспекторĕ Эльвира Татарова çамрăксене те, аслисене те наркотиклă наркăмăшсене сарни çинчен мĕнле те пулин информаци пĕлсен, ку сиенлĕ хатĕрсен пропагандипе çыхăннă пĕлтерÿсене, çуртсем çинче çырса хунисене асăрхасан полицие пĕлтерме сĕннĕ. Полици сотрудникĕ вĕренекенсене наркотиклă веществосен саккунсăр çаврăнăшне явăçнăшăн çирĕп явап тыттарнине те тĕслĕхсем илсе кăтартса ăнлантарнă.

Ачасемпе çамрăксем хушшинче информаци хучĕсене те сарнă. Вĕсенче - специалистсен наркотик хăрушлăхĕнчен асăрханма пулăшакан, инкеклĕ лару-тăрусенче хăвна тĕрĕс тытма вĕрентекен усăллă сĕнÿ-канашĕсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика