Шкул пĕтернĕ хыççăн яш-кĕ-рĕмпе хĕр-упраç ху-ласене вĕренме ка-яççĕ те диплом ил-сен унтах юлма тăрăшаççĕ. Тăван тăрăха таврăнакан сахалрах.
Юлашки çулсенче кадрсем çитменни çивĕч ыйтусем кăларса тăратрĕ. Çак сăлтавпах ĕнтĕ Чăваш енри округсенче агроклассем уçаççĕ. Пирĕн тăрăхра та вĕсем пур.
Çапла майпа агрокласс йĕркелекенсем ял хуçалăх предприятийĕсем те тăрăшса вăй хурсан пысăк çитĕнÿсем тума пултарнине çирĕплетесшĕн.
Ял хуçалăх академийĕн профессорĕсем шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, аслă классенче вĕренекенсене ял хуçалăх ăслăлăхĕпе паллаштарас тесе тимлеççĕ. Çамрăксем практика хăнăхăвĕсем те илеççĕ.
Шкулсенче агроклассем уçни малашлăхра АПК-ри кадрсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшмалла. Вĕренÿ планĕпе килĕшÿллĕн ачасем хастар ĕçлекен предприятисене çитсе кураççĕ, вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашаççĕ.
Шкул ÿсĕмĕчченхи учрежденисенче ача-пăча агролабораторийĕсем уçăлнине ырламалла. Вĕсенче вĕренекенсем пĕчĕкрен ял хуçалăх культурисем ÿстерме вĕренеççĕ, хресченĕн юратнă ĕçне - çĕр çинче вăй хума хăнăхаççĕ.
Палăртма кăмăллă, Вăрнар тăрăхĕнче те хăшпĕр ача сачĕсенче агролабораторисем пур.
Елена ТОЛСТОВА
Октябрь 2025 |
