Ĕçченлĕх, ырăлăх, тÿсĕмлĕх тĕслĕхĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.10.2025, 14:07 Просмотров: 125

Чăрăшкас Мăратра пурăнакан Александра Степановна Ефимова пурнăçăн йывăрлăхĕсене самаях астивнĕ. Апла пулин те вăл шăпана ÿпкелемест, кашни кунпа савăнса пурăнать.

- Çамрăкла пурнăç йÿççине чылай курнăранах пулĕ Турă мана вăрăм ĕмĕр парнелерĕ, - тет 94-а çывхарса пыракан кинеми.

Александра Степановна Пăртас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вунă çула çитсен çĕршыв çине хура вăрçă йăтăнса аннă. Çавна май шкулта урăх вĕренесси пулман. 4-мĕш класран пăрахма тивнĕ.

Йывăр ĕçсенче пилĕк авнипе амăшĕ пилĕксĕр пулса ларнă, çавăнпа та Александра Степановнан ун вырăнне ĕçе кайма тивнĕ. Ашшĕ çак вăхăтра ферма заведующийĕнче тимленĕ. Аппăшĕн упăшки вăхăтсăр вилнĕрен вăл та тăван киле таврăнса фермăра тăрăшма тытăннă.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика