Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе ирттернĕ ĕçе пула республикăри çулсене юсама тата 2,5 млрд тенкĕ уйăрĕç. Çакăн пирки транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров пĕлтернĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, Çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ 2025 çулта 9 миллиард ытла тенкĕпе танлашнă. Ку хисепрен 1,5 млрд тенке яхăнĕ - федераллă бюджетран килнĕ субсиди, 7,6 млрд ытла тенкĕ вара - республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕ. Министерство даннăйĕсем тăрăх, октябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне пурнăçлав кăтартăвĕсем 5,7 млрд тенкĕпе танлашнă, çакă - планпа пăхнă калăпăшăн 63,2 проценчĕ. Палăртмалла, автоçулсен юсав ирттернĕ регион сечĕсен тăршшĕне пĕлтĕрхипе танлаштарсан виçĕ хут та ÿстерме май килнĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Ирина ПЕТРОВА
Октябрь 2025 |
