Вăрнарта агрокласс уçăлчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.10.2025, 14:09 Просмотров: 133

Чăваш Республикинче агропромышленность комплексĕ валли кадрсем хатĕрлес ĕç «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Ун йĕркипе ача сачĕсенче агролабораторисем, шкулсенче агроклассем уçăлаççĕ. Кăçал республикăра пĕтĕмпе 7 агрокласс уçăлнă.

Вĕсенче шкул ачисем биологи, хими, физика тата ытти профильлĕ предметсене тарăнрах вĕренеççĕ. Çавăнпа пĕрлех тĕрлĕ лаборатори тишкерĕвĕсем ирттереççĕ. Илнĕ пĕлĕве вĕсен практикăра усă курмалли майсем пур. Агроклассен выпускникĕсем çак енпе пĕлĕве малалла тăссан ята кăтартнă сертификата, Чăваш патшалăх аграри университетне вĕренме кĕнĕ чухне патшалăх экзаменĕсем çумне хушма баллсем, пĕрремĕш семестрта стипендие тивĕçеççĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика