ФСБ-н регионти Управленийĕ республикăра пурăнакан 52-ри арçынна тытса чарнине пĕлтерет. Вăл халăхсем хушшинчи террорла организацине явăçасшăн пулнă тесе шутлаççĕ.
Ăна Раççей Уголовлă кодексĕн 30-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе, 205.5-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе айăплав тăратнă.
Следстви версийĕ тăрăх, арçын, радикаллă шухăш-кăмăлсемпе интересленнĕ май, интернет-мессенджерсем урлă террористсен ушкăнĕпе хутшăнма тытăннă. Пĕр-пĕрин патне çырнă чух вăл преступниксене хăй те организацие явăçма, Çывăхри Хĕвелтухăçа тухса кайма хатĕррине пĕлтернĕ.
Террорла организаци представителĕсем патне çитмелли маршрута илсенех хайхи арçын Хусанти аэропорта çул тытнă. Çакăнта ярса илнĕ те ăна ФСБ-н Чăваш енри Управленийĕн сотрудникĕсем. Операцие ирттерме Тутарстанри ĕçтешĕсем тата ФСБ-н Саратов тата Самара облаçĕсенчи погрануправленийĕн сотрудникĕсем те пулăшнă.
Хальхи вăхăтра оперативлă службăсем киревсĕр ĕç-пуç мĕнле пулса иртнине уçăмлатассипе тимлеççĕ. Унăн саккунсăр ĕç-хĕлĕн ытти участникĕсемпе çыхăну пулма пултарнине те тĕрĕслеççĕ.
Хамăр инф.
Ноябрь 2025 |
