Республикăн Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин информацийĕ тăрăх, Вăрнарти пĕр организаци каяш шывсене кăларса ярас тĕлĕшпе саккунсене пăснă иккен.
Шупашкарти районсем хушшинчи çутçанталăк сыхлавĕн прокуратури çак çитменлĕхсене пĕтерме хушса суда тухнă, предприятие каяш шывсене нормативсемпе килĕшÿллĕн тасатассине тивĕçтерме яваплама ыйтнă.
Тĕрĕслев палăртнă тăрăх, Вăрнарта ĕçлекен ку организаци каяш шывсене поселокри водоотведени системине тата «Экологи» наци проекчĕпе тунă тасатакан сооруженисене кăларса тăнă. Таса мар шывсенче варалакан веществосен концентрацийĕ юранинчен ытларах пулнă-мĕн.
Вăрнар район сучĕ ĕçе пăхса тухнă хыççăн прокурор требованийĕсене туллин тивĕçтернĕ. Предприяти çине вара кăларса яракан шывсен калăпăшне чакарассин планне хатĕрлес, уполномоченнăй органсемпе килĕштерес тата çирĕплетес, централизациленĕ системăна тухакан каяш шывсене нормативсемпе килĕшÿллĕн йĕркелес тивĕçе хунă.
Тупса палăртнă çитменлĕхсене сирни, суд йышăнăвне пурнăçлани Шупашкарти районсем хушшинчи çутçанталăк сыхлавĕн прокуратурин тĕрĕслевĕнче.
Хамăр инф.
Ноябрь 2025 |
