Улшăнусем кĕртнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.11.2025, 08:59 Просмотров: 16

Социаллă фондăн Чăваш енри уйрăмĕ 1-мĕш ушкăнри инвалид тата 80 çултан аслăрах çынсене пăхакан граждансен страхлав стажне шута илмелли правилăсене улшăнусем кĕртнĕ пирки пĕлтерет.

Çак категорири граждансене пăхнă тапхăра малалла та страхлав стажне кĕртеççĕ, тулли çулталăкшăн 1,8 балл хушса шутлаççĕ.

2025 çултан 1-мĕш ушкăнри инвалидсемпе 80 çултан аслăрах пенсионерсене пăхнăшăн граждансене кашни уйăхра укçа тÿлемеççĕ. 1314 тенке Социаллă фонд пăхакан çыннăн пенсийĕ çумне хушса тÿлет. Ачаран 1-мĕш ушкăнри инвалидсене тата сусăр ачасене пăхакансене çеç компенсаци тÿлевĕпе тивĕçтерессине хăварнă.

Пăхнă тапхăра страхлав стажне шута илме заявлени çырмалла. Ăна инвалида е ватă çынна пăхса тăракан ĕçе е тивĕçлĕ канăва тухсан, çулталăк е темиçе çул иртсен Социаллă фонда тăратмалла. Ватă е сусăр çын уйрăм пурăнать пулсан, пăхнине хăйсен е вĕсен саккунлă представителĕсен çырса çирĕплетмелле.

2025 çулччен ватă çынна е инвалида пăхнă вăхăта кашнин харпăр хăй ăна счечĕ çинче шута илнĕ. Ыйтусем пулсан 8-800-100-00-01 тÿлевсĕр номерпе шăнкăравламалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика