Чăваш Республикинче çамрăк çемьесене пулăшас тата ача çураласлăхне ÿстерес тĕллевпе çĕнĕ пулăшу мери вăя кĕнĕ. 2025-2028 çулсенче виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан çемьесене пĕр хутчен 300 пин тенкĕ тÿлеççĕ.
Тÿлеве тивĕçме амăшĕн те, ашшĕн те 35 çултан çамрăкрах пулмалла. Çемьен Чăваш ен территоринче пурăнмалла, сахал тупăшлисен шутĕнче пулмалла тата республикăн нумай ачаллă çемьесен регистрĕнче тăмалла. Условисене тивĕçтерсен ачана çемьене усрава илекенсем те ку çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ.
Çĕнĕ пулăшу мери «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Кăçал 300 пин тенкĕпе республикăри 100 çамрăк çемьене пулăшмалла. Ун валли бюджетран 30 млн тенкĕ пăхса тухнă.
Ачаллă çемьесене 2026 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тепĕр çĕнĕлĕх кĕтет. Икĕ е ытларах ача çитĕнтерекенсем валли çемье налук тÿлевне ?налук кешбекĕ% вăя кĕртеççĕ. Ун тĕллевĕ - иртнĕ çулшăн налука 6: чакарнă ставкăпа шутласа çак суммăпа стандартлă 13: ставкăпа тÿленин хушшинчи уйрăмлăха тавăрса парасси. Ăна илме заявление 2026 çулхи июнь уйăхĕнчен йышăнма пуçлаççĕ. Налук тÿлевне тавăрса панă чухне çемьен тупăшăпе пурлăхне пăхаççĕ. Çак çăмăллăхпа официаллă майпа ĕçлекенсем çеç усă курма пултараççĕ.
Ноябрь 2025 |
