Вейпсене сутма чармалла. Çакăн пек сĕнÿпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин патне Самарăра ĕçлĕ визитпа пулнă чухне тухнă. Ку шухăша Владимир Путин ырланă. Ыйтăва татса пама парламентарисемпе экспертсен пăхса тухмалла.
Хальхи вăхăтра вейпсене сутассипе хăшпĕр чарусем вăйра. 2021 çултан электронлă сигаретсен рекламине чарнă, 2023 çултан вейпсене магазинсемпе павильонсенче çеç сутма ирĕк панă, интернетра, ярмарккăпа куравсенче, автоматсенче юрамасть. Сутуçăсен вейпсене çула çитменнисене сутма ирĕк çук. Врачсен шухăшĕпе электронлă сигаретсем тĕрекленсе çитмен çамрăк организмшăн уйрăмах сиенлĕ.
Чăваш ен вейпсене сутма чаракан пилотлă регион пулма пултарать. Кун пирки республикăн Патшалăх Канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Леонид Черкесов пĕлтернĕ. Вăл палăртнă тăрăх, пирĕн республикăра чарăва вăя кĕртме саккун проекчĕсем хатĕрлесе йышăнма пултараççĕ. Çавăнпа пĕрлех вейпсен сиенĕ пирки çамрăксене социаллă сетьсем, мессенджерсем, массăллă информаци хатĕрĕсем урлă активлă пĕлтермеллине те каланă Леонид Черкесов.
Ноябрь 2025 |
