Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ «тÿрĕ линие» килнĕ тата тепĕр ыйтупа паллаштаратпăр.
«Вăрнар поселокĕнчи Комсомольски урамĕнче ?Матросов тата Пионерски урамĕсем хушшинче% çутă çук. Эпир ыйтнипе пĕр светильника кăна улăштарчĕç. Кĕркунне ир тĕттĕмленет, ачасем шкултан, эпир ĕçрен киле тĕттĕмре таврăнатпăр. Çитменнине çулĕ те çав тери япăх. Унсăр пуçне мана управляющи компанийĕ хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленни тĕлĕнтерет. Нумай çĕрте ăшă тăрписене хупламан. Каллех сывлăша ăшăтатпăр, уншăн хамăр укçа-тенке тÿлетпĕр. Диспетчерсем пирĕн ыйтăва тата шăнкăравсем çине хуравламаççĕ. Тен, эсир пулăшнипе ĕç вырăнтан тапранĕ/» - тенĕ Владимир хăйĕн ыйтăвĕнче.
Вăрнар округĕн администрацийĕ ăна çакăн пек хурав парать: «Урамри çутă тĕлĕшпе юсав ирттерме подряд организацине тепĕр хут заявка тăратнă. Комсомольски урамĕнчи çула юсас тăкаксене 2026 çулхи бюджета кĕртме палăртнă, укçа уйăрсан ĕçе пурнăçлĕç.
«Тепловодоканал» МУП паракан ăшăпа çыхăннă ыйту тĕлĕшпе: потребительсене ăшăшăн нумай хваттерлĕ çуртсенче вырнаçтарнă счетчик кăтартăвĕсем тăрăх кăна тÿлев тăратаççĕ. Котельнăйсенчен çуртсем таран пынă вăхăтра çухатнă ăшăшăн поставщик хăй тÿлет. Хальччен «Тепловодоканал» паракан тивĕçтерÿсен пахалăхĕ пирки ыйтусем пулман».
Ноябрь 2025 |
