«Раççей ăмăрткайăкĕсен» ретне тăчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.11.2025, 09:02 Просмотров: 16

Иртнĕ кĕçнерникун районти культура çурчĕ ачасен хаваслă сассисемпе тулчĕ. Çак кун округри шкулсенче пĕрремĕш классенче вĕренекенсемшĕн савăнăçлă та хумхануллă пулăмпа асра юлчĕ. Вĕсене «Орлята России» Пĕтĕм Раççейри ачасен юхăмне илчĕç. Ку программăна 2021 çулта вăя кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра унта тĕрлĕ регионти 150 пин ытла класс хутшăнать.

Торжествăлла церемоние пуçтарăннисене вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Егоровапа «Навигаторы детства» проектăн муниципаллă координаторĕ Александра Григорьева ăшшăн саламларĕç. Вĕсем ачасем «Орлята России» хисеплĕ ята яланах çÿлте тытса пырассине, ăна тивĕçлĕ пулассине шаннине пĕлтерчĕç. Шкул ачисене ырă та усăллă ĕçсемпе палăрма, туслăха упрама, çĕнĕ пĕлÿ патне ăнтăлма, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕç.

Шкулсенче воспитани енĕпе тимлекен советниксем, класс ертÿçисем тата аслă классенчи наставниксем пĕрремĕш класра вĕренекенсене «ăмăрткайăксен» ретне илнине çирĕплетсе галстуксем çыхса ячĕç, кăкăрĕсем çине значоксем çакрĕç тата памяткăсем парнелерĕç. Халĕ вĕсем пысăк та туслă çемьере пулнине палăртрĕç. Чуна пырса тивекен савăнăçлă саманта ачасемпе пĕрле вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те пайларĕç.

Мероприяти кăмăла çĕклекен флешмобпа вĕçленчĕ. Ачасем аслăрах юлташĕсем пулăшнипе «Орлята России» гимнне юрларĕç, тĕрлĕ хусканусем туса савăнчĕç. Торжествăлла церемони пĕрремĕш классемшĕн чăн-чăн пысăк уяв пулса тăчĕ.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика