«Россия» наци центрĕнче çĕршывăн музыка карттин хаклавĕ иртнĕ.
Калăпăшлă проектăн пуçламăшĕ - Раççейĕн тĕрленĕ картти. Чăваш ен янă йыхрав мĕнпур регионти 263 маçтăра пĕрлештернĕ. Пĕрлехи ĕçрен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан халăхсен кун-çулне, йăли-йĕркине сăнлакан чăн-чăн энциклопеди калăпланнă. Уявра ăна тепĕр хутчен пысăк хак панă.
Музыка карттине Чăваш ен Дмитрий Тетель хатĕрленĕ увертюрăпа кĕнĕ.
Куракансем хамăр халăх хушшинче анлă сарăлнă «Чăваш ташши», «Алран кайми», «Вĕç, вĕç, куккук» хайлавсемпе киленнĕ.
«Раççей музыка карттине пухас шухăш та малтанах пирĕн республикăра çурални савăнтарать. Унăн пирвайхи кĕвви шăпах чăваш çĕрĕ çинче янăранă», - палăртнă регион Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Ноябрь 2025 |
