Правительство çуртĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе ятарлă çар операцийĕн участникĕсене тата вĕсен çемйисене кÿрекен пулăшăвăн тĕп енĕсене сÿтсе явнă.
Пулăшу мерисем мĕнпур сферăсене пырса тивнине палăртнă. Чи малтанах - медицина тивĕçтерĕвĕсене кÿрессине тата реабилитацие. Сăмахран, республикăра тăван тăрăха таврăннă мĕнпур СВО участникĕсем диспансеризаци витĕр тухассине йĕркелессипе тимлеççĕ. Кашни валли уйрăм сывлăх паспортне тата сывлăха çирĕплетмелли тĕплĕ план хатĕрлеççĕ.
Аманнă, сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр ветерансемшĕн çурт-йĕр меллĕ пултăр тесе мерăсем йышăнасси те тимлĕхрех. Вĕсен прависене хÿтĕлес тата хăтлăхне ÿстерес тĕллевпе вырăнти администрацисемпе «Защитники Отечества» фондăн филиалĕпе пĕрле ĕçлемелли регламента çирĕплетнĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене мирлĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшассипе, ĕçпе тивĕçтерессипе те чылай мероприяти пурнăçланать. Çав шутра - професси интересĕсене палăртасси, çĕнĕ специальноçсене вĕрентесси, «Время СВОих» регион программин пурнăçлавĕ, предпринимательлĕх пуçарăвĕсене тĕрев пани тата ытти те. Çак ĕç, паллах, сывлăх тата квалификаци шайне шута илсе пурнăçланать. Хальхи вăхăта таврăннă участниксен 60 процентне ĕçпе тивĕçтернĕ, 10 енне проценчĕ вĕренÿ витĕр тухнă, 16 ытла проценчĕ социаллă контракт çырнă, 5 енне проценчĕ харпăр хăй ĕçне пуçарма пулăшу илнĕ.
Ноябрь 2025 |
