- Хама канат тăрăх утнă пек туятăп, мĕншĕн тесен çул çÿремелли йĕркесем çирĕпленсех, сăнав камерисем нумайлансах пынă май ăçта та, хăçан та пулсан йăнăш тума, çавна пула штраф тÿлеме тиветех, - терĕ юлташăм çул-йĕр правилисене кăçалхи авăн уйăхĕнчен пуçласа пушшех те хытарни çинчен калаçнă май.
Сăнанă тăрăх, Перекет банкне тĕрлĕ сăлтавпа кайсан кашнинчех аллине халăхра «телей çырăвĕ» текен хут тытнă, штраф тÿлеме пынă çынсене курма тивет. Вĕсенчен чылайăшĕ, уйрăмах аслă çулсенчисем, çул йĕркине нихăшĕ те ятарласа пăсмаççĕ, пурин те тенĕ пекех асăрхаман пирки пулса тухать. Анчах та çакна чунсăр камерăсем шута илмеççĕ, асăрхаймарăн - тÿле. Штрафĕсем те кăçалтан 15 процент таран ÿсрĕç. Енчен те çул йĕркине Мускавра е Санкт-Петербургра пăсрăн-тăк - ытларах та.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Геннадий ИВАНОВ,
автолюбитель,
Ноябрь 2025 |
