Хамăрăннисене пăрахмастпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.11.2025, 09:14 Просмотров: 181

«Раççей ăмăрткайăкĕсем» организацин хастарĕсем - Пăртас шкулĕн 2-3-мĕш класĕсенче вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акцие хутшăннă. СВО участникĕсем валли гуманитари пулăшăвĕ пухнă.

Посылкăсем апат-çимĕçпе, гигиена хатĕрĕсемпе тата ытти кирлĕ япаласемпе тулнă. Гуманитари пулăшăвне пухас ĕçе йĕркелессипе шкул ертÿлĕхĕ, Валерия Григорьевна Егорова, Светлана Николаевна Лукина педагогсем тăрăшнă. Хастар вĕрентекенсем тата ыркăмăллăх акцине чун-чĕре ыйтнипе хутшăнакансем, гражданла яваплăха туякансем пурте тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.

Калас пулать, кашни вĕрентÿ учрежденийĕнчех СВО-ри салтаксене пулăшу кÿрес, Çĕнтерĕве çывхартма тÿпе хывас тесе тăрăшаççĕ. Ыркăмăллăх акцийĕсене хутшăнни çамрăк ăрура патриотизм туйăмĕсене çирĕплетет. Пурте - ачасем те, çитĕннисем те - пĕр пулсан çĕнеймĕ пире тăшман.

Чылайăшĕн тăванĕ-пĕлĕшĕсем е теприсен çывăх юлташĕсем ятарлă çар операцийĕнче. Хăюллă салтаксемпе офицерсем мирлĕ кунсем çитчĕр тесе хăйсен сывлăхне-пурнăçне шеллемеççĕ.

Паттăрсенчен тăшман пульли аякран иртсе кайтăрччĕ. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçлакансен салтак çулĕ каялла вырттăр. Вĕсен чĕрĕ-сывă таврăнмалла, çемйипе нумай çул савăнса пурăнмалла, ачисемпе мăнукĕсене çитĕнтермелле пултăрччĕ.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика