Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн Спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрĕнче çĕнĕ йĕлтĕр-роллер трасси уçăлнă.
Савăнăçлă мероприятие Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, тĕнчипе паллă спортсменсем - Раççейĕн Йĕлтĕрпе чупакансен федерацийĕн президенчĕ Елена Вяльбе, Раççейĕн Биатлонистсен союзĕн президенчĕ Виктор Майгуров, Чăваш ен спорт министрĕ Василий Петров, республикăри спортсменсем хутшăннă.
Строительство ĕçĕсене 2023 çулта пуçарнă. Трассăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 4 километра яхăн. Вăл тивĕçлĕ категорипе çураçуллă пулнине кура кунта тĕнче шайĕнчи ăмăртусене те йĕркелеме май пур. Çавăн пекех спортсменсем çулталăк тăршшĕпех хатĕрленме пултарĕç. Биатлонистсемпе йĕлтĕрçĕсемсĕр пуçне велоспорта тата триатлона юратакансем те ăсталăхне ÿстерĕç.
Трасса валли 1,1 миллиард тенкĕ ытла тăкакланă. Пысăк пайĕ - 730 миллион тенкĕ - федераци укçи. Ыттине республика уйăрнă. Йĕлтĕрпе тата биатлонпа туслисен Чăваш енри йышĕ 33 пин çынран та иртет - трасса вĕсем валли чăннипех лайăх парне.
Олег Николаев спорт шкулне 15 миллион тенкĕлĕх сертификат парнеленĕ - унпа оборудовани, инвентарь туянĕç.
Ноябрь 2025 |
