Çивĕч ыйтусем сахал мар, сыхă та яваплă пулар...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.11.2025, 09:16 Просмотров: 16

Информкун кашни уйăхăн виççĕмĕш эрнинче, юнкун, иртет. Чи хастаррисем, ял-посе-лок аталанăвĕшĕн тăрăшакансем пухăнаççĕ çак мероприятие.

Республикăри конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе тимлекен патшалăх службин пуçлăхĕн заместителĕ Алина Елисеева, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова ертсе пыракан информушкăн чи малтан Вăрманкасри культура учрежденине çитрĕ, вырăнти территори пайĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Палăртма кăмăллă, пĕлтерĕшлĕ мероприятие мăньял-хапăссемпе катăшсем те çитрĕç.

Тĕлпулура тишкернĕ хальхи вăхăтри çивĕч те тĕп ыйтусенчен пĕри - финанс хăрушсăрлăхĕ тата ултавçăсене хирĕç кĕрешесси. Эпир компьютерпа технологи ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Чике тăршшĕ лартса, темтепĕр суйса банкран кредит илтерекенсем, мушенниксем нумайланчĕç. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă укçа-тенкĕсĕр хăвараççĕ вĕт. Полицин «Вурнарский» пайĕн сотрудникĕ Алексей Константинов телефонпа калаçнă чухне питĕ тимлĕ пулмаллине асилтерчĕ. Палламан çын «банк специалисчĕ, ФСБ ĕçченĕ шăнкăравлать» тесе суеçтернине ĕненме, банк карттисен даннăйĕсене, СМС-па янă кодсене пĕлтерме кирлĕ мар. Информкуна килнисене ытти ултав мелĕсем тата вĕсене сирмелли майсем пирки те Алексей Константинов тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Мушенниксем этем психологине аван пĕлеççĕ. Çавăнпа та тимлĕхе çухатни, сыхлăх пирки манни ытла та хакла кайса ларма пултарать.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика