Тимлĕхре - ачасен прависене хÿтĕлесси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.11.2025, 14:17 Просмотров: 10

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче çулсеренех Ачасен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ. Çавна май ку дата тĕлне Ачасене право пулăшăвĕ кÿмелли куна ирттересси йăлана кĕнĕ.

Округра ачасене халалланă кун кăçал та кĕçĕннисемшĕн те, аслисемшĕн те усăллă тата вĕрентÿллĕ мероприятисемпе тулли пулнă. Вĕсене йĕркелессине çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен комиссин, опекăпа попечительство тата ытти службăсен сотрудникĕсем хастар хутшăннă. Сăмахран, тăлăх, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă, сусăр ачасем чи пысăк тимлĕхре. Çак кун вĕсем тата саккунлă представителĕсем ачасене воспитание илессипе тата ытти çивĕч ыйтупа тÿлевсĕр юридици пулăшăвне тивĕçме пултарнă. Çавăн пекех ачасене хÿтте илнĕ çемьесен клубĕнче те тĕрлĕ темăсемпе занятисем иртнĕ, специалистсем сĕнÿ-канашсем панă.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика