Уйăхăн пĕрремĕш 11 кунĕнче пенси илсе тăракансем декабрьте икĕ тÿлев илеççĕ: декабрь тата январь уйăхĕсемшĕн.
Пĕрремĕшне график тăрăх уйăх пуçламăшĕнче параççĕ. Тепри декабрĕн 28-мĕшĕччен кая мар çитмелле. Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă канмалли кунсем пирки январьшĕн пенсине вăхăтчен маларах тÿлеççĕ. 2026 çулхи январьтен страхлав пенсисене 7,6: чухлĕ индексацилеме палăртнă. Çавăнпа та раштав вĕçĕнче илмелли пенси виçи пысăкрах пулать, вăтамран 2 пин тенкĕ ытларах.
Январьти пенсине декабрь вĕçĕнче банк урлă илсе тăракансем тивĕçеççĕ. Почта урлă илекенсен графика хăйсен почта уйрăмĕнче уçăмлатмалла.
Ноябрьте 80 çул тултарнă пенсионерсен декабрь уйăхĕнче тÿлев виçи ÿсет. Вĕсене пенси çумне 10221,7 тенкĕ хушса параççĕ.
Ноябрь 2025 |
