Ырă тĕслĕхпе хавхаланса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.11.2025, 14:21 Просмотров: 9

Ырă ĕç паха çимĕç парать çеç мар, ыттисене те çапла тума хавхалантарать. Çакна Чăрăшкас Мăратра пурăнакансен тĕслĕхĕ аван çирĕплетет.

Ку ялта чăнахах та хастар та маттур çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсемшĕн кăна мар, ял çыннисен ырлăхĕшĕн те тăрăшаççĕ. Юлашки çулсенче кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалланă сквер çĕкленсе ларчĕ. Ку ялта çĕнтерÿçĕ-ăрăва хисепленине автотрассăпа иртекенсем те аван кураççĕ.

Кăçал чăрăшкас-мăратсем татах та ырă ĕçпе палăрчĕç. Хаçатра икĕ хутчен те çырнăччĕ ĕнтĕ ял маттурĕсем питех те кирлĕ объекта - пĕвене - йĕркене кĕртни çинчен.

Тата тепĕр ырă тĕслĕхпе паллаштаратпăр. Хальхинче Кульцав урамĕнче пурăнакансем пуçарупа палăрнă. Алена Давыдова, Геннадий Давыдов, Светлана Андреева, Оксана Утриева тата Павел Шишкин хăйсен укçи-тенкипе çывăхри пĕвене тасатма шутланă. Ĕç пырать ĕнтĕ. Çуркунне пĕве шывпа тулса савăнтарĕ, таврана илем кÿрĕ.

Çакнашкал лайăх, хăйсем пирки кăна мар, ыттисемшĕн те шутлакан çынсем пурри чăнахах та савăнтарать. Ытти ялсенче те çак тĕслĕхе сарсан питех те аван пулмалла. Пĕве - пĕтĕм халăха кирлĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ объект.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика