Пĕлтерĕшлĕ ыйтупа - лекци

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.11.2025, 14:21 Просмотров: 9

Вăрнар район тĕп больницинче сахăр диабечĕн шкулĕн вĕрентĕвĕ иртнĕ. Мероприятие пациентсем йышлăн пухăннă. Вăрçă ветеранĕсен госпиталĕн врач-эндокринологĕ Никита Смирнов-Мусаткин хальхи вăхăтра сахăр диабечĕпе чирлисене мĕнле сипленине, профилактика пĕлтерĕшлине каласа кăтартнă.

Тухтăрăн профессионализмĕ пысăк. Пациентсем врача паха сĕнÿ-канаш панăшăн чĕререн тав тунă.

- Никита Вячеславовичăн лекцийĕсене тăтăшах çÿретĕп. Кашни тĕлпулура мĕн те пулин çĕннине, кирлине пĕлетĕп. Сывлăхшăн тăрăшни ĕмĕре вăрăмлатма пулăшать, - тенĕ Мăньял Хапăсри Ирина Матвеева.

Сахăр диабечĕн шкулĕ регион программи тĕрев панипе ĕçлет. Пысăк тĕллевсене пурнăçлать. Чăваш енри Сывлăх сыхлавĕн министерствин мобильлĕ диабет шкулĕ округри больницăпа тачă çыхăнса тимлет.

Çак чир-чĕрпе çыхăннă темăсене тухтăрпа сÿтсе явас килсен лекцисене çÿреме пулать. Сахăр диабечĕн занятийĕсем пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен район тĕп больницин эндокринологĕ патне каймалла.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика