Социаллă газификаци программи ĕçлеме пуçланăранпа Чăваш Республикинче 11 пин ытла договор тунă. Вĕсенчен 10 пинĕшĕ пурнăçланнă, газа çĕр участокĕн чиккисене илсе çитернĕ. 8,6 пин çурт-йĕрте пурăнакансем çутçанталăк газĕпе усă курма пуçланă.
Программăна вăя кĕртнĕренпе газ сечĕсене республикăра 365,5 км тăршшĕ тăснă. Вĕсенчен 45 километрне кăçалхи 10 уйăхра хунă. 2025 çултан пуçласа социаллă газификаци программи «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проектне кĕрет.
Аса илтеретпĕр, социаллă газификаци программипе çĕр участокĕн чиккисем патне тÿлевсĕрех газ илсе çитерме пулать. Участок территорийĕнчи тата çĕрт-йĕрти ĕçсене харпăрлăхçă хăйĕн шучĕпе пурнăçлать. Кирлĕ оборудованине те хăйĕн укçи-тенкипе туянать. Регионти çăмăллăхлă категорири граждансем ?Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсем, нумай ачаллă çемьесем, çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕсем, 1 ушкăнри инвалидсем тата ыт.% ку тăкаксене 100 пин тенкĕ таран саплаштарма пултараççĕ. Унсăр пуçне, çемьесен çурт-йĕре газификацилеме амăшĕн капиталĕпе те усă курма право пур.
Çĕр участокĕн чикки патне газ сечĕсене тÿлевĕсрех çитерме заявкăсене нумай функциллĕ центрсенче, Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче, Газификацин пĕрлĕхлĕ операторĕн сайтĕнче, «Газпром газораспределение Чебоксары» тата «Газпром межрегионгаз Чебоксары» организацисен клиентсен центрĕсенче тата офисĕсенче йышăнаççĕ.
Ноябрь 2025 |
