Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансем паян салтаксене кăна мар, госпитальсене те пулăшу пама тăрăшаççĕ. «Росгосстрах» компанин Вăрнарти коллективĕ, акă, ку тĕлĕшпе чăнахах ырă тĕслĕх кăтартать.
Страхлав компанийĕнче тăрăшакансем Белгородри госпитале темиçе хутчен те гуманитари пулăшăвĕ янă ĕнтĕ.
«Виçĕмçул Мускава компанирен вĕренме янăччĕ. Унта пĕтĕм регионсенчен пуçтарăннă ĕçтешсем пулчĕç. Шăпах çав вăхăтра Курск тата Белгород облаçĕсенчи хĕрсемпе çывăх паллашрăмăр. Тепĕр уйăхран ман пата Белгородран Евгения шăнкăравларĕ. Хăйсем волонтерсем пулса госпитале пулăшма çÿренине пĕлтерчĕ. Тепĕр чух аманнисене тумлантарса кăларса яма е урăх сиплев учрежденине куçарнă чухне тăхăнтартма тумтир çитменнине пăшăрханса каларĕ. Госпитале пулăшас шухăш çакăнтан тĕв илчĕ», - пĕлтерчĕ «Росгосстрахăн» Вăрнарти уйрăмĕн ертÿçи Ирина Кошкина.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2025 |
