Ентешлĕх - пĕр çемьери уяв пекех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.11.2025, 14:23 Просмотров: 106

Эрнекун чылай çулхи тăхтав хыççăн «Туслăх» ентешлĕх вăрнарсене кĕр сăрине пуçтарчĕ 

Вăрнарсем çак тĕлпулăва тах-çанах кĕтни аван сисĕнчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Шупашкарти Çеçпĕл ячĕллĕ çам-рăксен театрĕ лăк тулчĕ. Фойене кĕр-сенех чуна хаваслăх туйăмĕ çавăрса илчĕ. Кашниех тÿрех юрă-кĕвĕ ытамне кĕрсе ÿкрĕ. Çак хаваслăха арçынсен «Алтăр-çăлтăр» ансамблĕ кÿчĕ.

Иккĕмĕш хутра та курмалли-тĕлĕнмелли нумай. Вăрманкас, Уйкас Кипек, Пăртас, Хирпуç, Калинино, Кульцав, Ярмушка ял территорийĕсенчи, районти культура çурчĕн артисчĕсем пуян сĕтелсем хатĕрленĕ. Яланхиллех вĕсем кукăль-икерчĕпе, чăкăт-сырпа, ытти çимĕçпе йăтăнса тăчĕç. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ илемлетнĕ.

Ку кăна мар, çак кун сăра пĕçерекенсен конкурсĕ те иртрĕ. Çавăнпа та килнисем техĕмлĕ сăрана та тутанса пăхма пултарчĕç. Вăл шутра - Пушкăртран килнине те. Ăна пирĕн ентеш, кÿршĕлле регионти чăвашсен культурăпа наци автономийĕн ертÿçи Владимир Матвеев илсе килнĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика