Симĕс çĕлен тыткăнне лексен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2025, 15:42 Просмотров: 115

Алкоголизм чирĕ кирек мĕнле спиртлă шĕвек ĕçсен те

пуçланать. Сăрара та этил спирчĕ пур. Чи анлă сарăлнă шĕвексен градусĕ 4 процентпа танлашать. Апла пулсан, 100 грамм сăрара таса спирт вăтамран тăватă грамм, пĕр кĕленчере вара çирĕм грамм, 1 литр сăрана 100 грамм шурă эрехпе танлаштарма пулать. Витĕмĕ ытти шĕвекĕнни пекех. «Кăшт кăна сăра ĕçме» хăнăхни сисмесĕрех алкоголизм чирĕ патне илсе çитерет.

Каласа хăварас килет, сăрапа иртĕхни шалти органсене чирлеттерет. Чĕре куллен сăра ĕçнипе пысăкланса каять, унăн мышцисем çÿхелеççĕ. Çавна май миокард инфаркчĕн хăрушлăхĕ ÿсет. Тухтăрсем çакна «сăра чирĕ» теççĕ.

Сăра вĕретнĕ чухне кăпăк стабилизаторĕ вырăнне кобальтпа усă кураççĕ. Вăл та чĕре ĕçне вăйлах пăсать. Пĕвер аманать, малашне цирроза куçма пултарать. Тата сăра шăк çулĕсемшĕн сиенлĕ. Усал шыçă чирĕсем пуçланас хăрушлăх питĕ пысăк.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Алевтина АНДРЕЕВА,

психиатр-нарколог

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика