Самана сакки сарлака е тăван ялти çынсен пурнăçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2025, 15:42 Просмотров: 16

Нумаях пулмасть тăван ялти Мăн урамри çул шăтăк-путăклăччĕ. Машинăсем çулран пăрăнса иртетчĕç, çынсене пылчăкпа сирпĕтсе хăваратчĕç. Пĕри тата ÿсĕрпе ланкашкана кĕрсе ÿкнĕччĕ, çĕрĕпе серенада юрларĕ вĕт. Юрать, çулла сивĕ мар. Хайхискер ирпе урăлсан килне лĕпĕстетнĕ. Урари калушĕ те ланкашкара юлнă, амăшĕ пуçтарса кайрĕ. Вăл ывăлĕнчен: «Ăçта çухалса çÿрерĕн/» - тесе ыйтнă. Лешĕ вара: «Грязолечение принимал», - тесе хуравланă.

Кăçал çав çула юсарĕç, утса пынă чух кăмăл çĕкленет. Ку çулпа халĕ ÿсĕрсем те партизансем пек шуса киле çитеççех. Мăн урамра пурăнакансем çул-йĕр юсакансемпе питĕ кăмăллă. Çу кунĕсенче пахчаçимĕç шăварсан, выльăх-чĕрлĕх пуçтарсан, хĕвел анса пытансан халăх тухать урама канма, шăлсăр карчăк-кĕрчĕкĕ те вырнаçать саксем çине. Хальхи лару-тăрăва сÿтсе явать, ятарлă çар операцийĕ чарăнасса шанать. Акă ĕнтĕ Катăш хыçĕнчи масарта та темиçе паттăр ĕмĕрлĕх канлĕх тупрĕ. Çил вĕрнĕ чух ялавĕсем шартлатса вĕлкĕшеççĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсем куç умне тухаççĕ. Вĕсем çамрăк пулин те миршĕн хăйсен пурнăçне шеллемен. Хăшпĕр амăшĕсен сывлăхĕ хавшарĕ, алла туя тытрĕç ватăличченех.

Тĕплĕнрех хаçатра.

А.ВЕТРОВА

Вăрнар

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика