Ясмăк пăрçа йышши культура шутне кĕрет. Вырăсла чечевица теççĕ. Унта белок 35: яхăн. Ясмăк организма кирлĕ аминокислотасемпе, никотин йÿçекĕпе, В ушкăнри витаминсемпе, тĕрлĕ микроэлементсемпе пуянлатать.
Вăл пĕр çул ÿсекен культура, çеçки пăрçанни евĕрлĕрех. Ясмăк мĕн вăхăтра пулса çитесси сортран, çанталăк условийĕсенчен, тăпра пахалăхĕнчен килет.
Вăл хăй тĕллĕн шăркаланакан культура. Тăпра 4-6 градуса çити ăшăнсан акма шăпах вăхăт.
Чечек çурнă, хутаç тĕвĕленнĕ вăхăтра 18-22 градус ăшă пулни аван. Хăйăрлăрах тăпрана кăмăллать. Типĕ çанталăкран хăрамасть.
Ясмăк, пăрçа пекех, çĕр пулăхне ÿстерекен ял хуçалăх культури. Ăна малтанхи çул «иккĕмĕш çăкăр»çитĕнтернĕ ана çине, ыраш, тулă хыççăн вăрăнтарма юрать. Ясмăк акакан лаптăка чĕрĕ тислĕк хывма кирлĕ мар - çеçке ашкăрса кайĕ.
Çĕре кăпкалатнă чухне фосфор, кали удобренине хывма юрать. Тăпрана пусăрăнтарни ясмăка хăвăртрах шăтса тухма пулăшать. Шăрăх çанталăкра шăвармалла.
Çак культура тутлă çеç мар, сиплĕ ÿсен-тăран та. Унран хатĕрленĕ шĕвекпе пÿрере чул пулсан сипленеççĕ.
Ясмăк кирек мĕнле условире ÿссен те сиенлĕ япаласене пухмасть. Вăл экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç шутланать.
Чĕре мышцисене çирĕплетет, юн çÿрессине лайăхлатать.
Ясмăк сахăр диабечĕпе чирлисемшĕн уйрăмах усăллă, мĕншĕн тесен юнри сахăр виçине пĕчĕклетет.
Язвăпа, гастритпа аптракансем те ясмăка апат рационне кĕртме пултараççĕ.
Хамăр инф.
Декабрь 2025 |
