Майне тупасчĕ пулăшма...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2025, 15:43 Просмотров: 207

Кашни çынах çак çĕр çине

Вăл çуралать телей курма.

Анчах шăпа пÿрмен хăшне

Çак пурнăç ырлăхне туйма...

Эп сусăр çын, тесе лармасăр,

Ĕмĕтленсе малашлăха,

Айванланса пĕр нăйкăшмасăр,

Упратăр чыслăн çынлăха.

Ах, йывăр-ха, хирĕçлемесĕр,

Шав талпăнатăр малалла.

Çынсен ĕçне те тиркемесĕр,

Хăш чух шÿтлетĕр кулăшла.

Çапла вара пĕр аташмасăр,

Пĕлетĕр пуçăра тайма.

Иртен-çÿрен те ăш сăмахсăр

Ан хăйтăрччĕ иртсе кайма...

Кăшт тимлĕрех кăна пуласчĕ,

Майне тупасчĕ пулăшма.

Хисеп туса сăмах хушасчĕ,

Этем чунне лăплантарма.

Лиана ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика