Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн Вăрнарти уйрăмĕн студенчĕсем пĕлĕве практикăра çирĕплетеççĕ. «Ветеринари» специальноçпе вĕренекенсем выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрнарти станци ĕçченĕсемпе пĕрле килти чĕрчунсене операцисем тума та хутшăнаççĕ.
Анчахрах вĕсем станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев тата Николай Горковченко хирург вĕрентсе-кăтартса пынипе спаниель ăрата операци турĕç. Йытă кăкăр парĕнче шыçăсем пуррипе аптăранă.
Çăмламас тусăн хуçи Канашран килсе çитнĕ. Юнашар хулари ветклиникăра йытта операци тума килĕшмен иккен. Çавăнпа та Вăрнарти ветеринари специалисчĕсенчен пулăшу ыйтма тивнĕ. «Тавах çемье тусĕн пурнăçне тăсма пулăшнăшăн. Йытă аптăранине курсан чĕре татăлса тухатчĕ», - терĕ хĕрарăм.
Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев шыçă чĕрчун пурнăçĕшĕн чăнахах та хăрушă пулнине палăртрĕ. Ăна касса илни чире малалла аталанассинчен сыхланине каларĕ.
Операци тăвиччен диагностика процедурине тата чир стадине палăртма хушма тĕпчев ирттернĕ. Студентсем ассистентсем вырăнĕнче пулчĕç тата кураторсем каланипе вăл е ку ĕçсене пурнăçларĕç.
Операци ăнăçлă иртрĕ. Ун хыççăнхи сывалу тапхăрĕ йĕркеллех пырать.
Çак кунсенче Вăрнарти ветеринари станцийĕнче тата тепĕр йытта медицина пулăшăвĕ кÿнĕ.
Кунта тимлекенсем килти чĕрчунсене тимлĕх уйăрма сĕнеççĕ, сывлăх тĕлĕшĕнчен çитменлĕхсем пулсан тÿрех специалистсемпе канашлама чĕнсе калаççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Декабрь 2025 |
