Чăваш енре «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Çурт-йĕр» федераллă проекчĕ палăртнă тĕллевсемпе пурнăçланса пырать. Кăçалхи 10 уйăхра, акă, çĕнĕ çурт-йĕре хута ямалли плана 83 процент чухлĕ пурнăçланă. Пĕтĕмпе вара ку çулталăкра республикăра 818 пин тăваткал метр çĕклеме пăхнă.
Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, январьтен октябрь уйăхĕччен 679 пин ытла тăваткал метр ĕçе кĕртнĕ. Çак калăпăшран пысăк пайĕ - 382,6 пин тăваткал метр - уйрăм çурт-йĕре тивет. Нумай хваттерлĕ çуртсен пайĕ - 296,5 пин тăваткал метр.
Пурăнмалли çĕнĕ çурт-йĕре хута ярассипе унчченхи пекех Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Шупашкар тата Канаш округĕсем малта пыраççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартассипе лидер - Шупашкар хули, уйрăм çуртсене çĕклессипе - Шупашкар округĕ.
Ирина ПЕТРОВА
Декабрь 2025 |
