Вĕренÿ - вăйă мелĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2025, 15:46 Просмотров: 13

Чăваш енри шкул ачисем нейросетьсем мĕнле ĕçленине пĕлĕç тата цифра гигиенин правилисене вĕренĕç.

Çак вăрттăнлăхсене уçма вĕсене «Цифра урокĕ» проект пулăшĕ, вăл декабрĕн 14-мĕшĕччен пырать.

Çĕнĕ выпуска Яндекс эксперчĕсем хатĕрленĕ. Тÿлевсĕр урок вăхăтĕнче ачасене искусствăлла ăс-тăн технологийĕсем мĕнле майпа ĕçленине тата вĕсемпе хăрушсăр усă курмаллине çăмăллăн тата ансат ăнлантарĕç.

Участниксен вăйă турнирĕ витĕр тухма тивĕ: унта вĕсем текстсем йĕркелеме хăнăхĕç тата хăйсен ИИ-пулăшуçине тăвĕç. Кăткăс ыйтусене хуравлама «Алиса АI» нейросеть пулăшĕ.

Уроксен пĕр пайĕ вара суя цифра продукчĕсене палăртма тата хăрушлăхсенчен хÿтĕленме вĕренессипе çыхăннă. Пĕтĕм материал проект сайтĕнче пур. Вĕсене урокра усă курма та, килте харпăр хăй тишкерме те пултарать.

Проект «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕн йĕркипе пурнăçланать.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика