Больницăра - çĕнĕ оборудовани

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2025, 15:47 Просмотров: 17

Вăрнарти тĕп больница çĕнĕ рентгенографи оборудованийĕпе - «РЕНЕКС-2» цифра аппарачĕпе - пуянланнă. Халĕ ăна кабинета вырнаçтарассипе тăрăшаççĕ.

Поликлиникăн диагностика уйрăмне çĕнĕ цифра оборудованийĕпе тивĕçтерме «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ пулăшнипе май килнĕ.

- Ку сывлăх сыхлавĕн эффективлă тытăмне туса хурас тĕлĕшпе пысăк утăм. Çĕнĕ йышши рентген-аппарата вырнаçтарни пирĕн округра пурăнакансене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине, çавăн пекех тĕрĕслевпе диагностика витĕр хăвăртрах тухассине ÿстерĕ, - палăртнă тĕп тухтăр Сергей Илюткин.

Хальхи вăхăтри рентген аппарачĕн цифра формачĕпе анлă тĕпчевсем тума май пур. Ку диагностика ирттермелли вăхăта кĕскетет, пайăрка витĕмлĕхне чакарать.

Оборудовани экономика тĕлĕшĕнчен перекетлĕ, мĕншĕн тесен цифра ÿкерчĕкĕсемпе ĕçлет, çакă вара тăкаксене чакарать.

Унсăр пуçне система снимоксене упраса медицина ÿкерчĕкĕсен тĕп архивне куçарассине йĕркелет, ку вара наукăпа клиника аталанăвне пулăшать.

Вăрнар округĕнче пурăнакансем кĕçех хальхи медицинăн çĕнĕ майĕсемпе туллин усă курма пултарĕç.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика