Сывă пурнăçăн тĕп правили - чир-чĕртен сыхланасси!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2025, 15:47 Просмотров: 137

Иртнĕ эрне тăршшĕпех Чăваш енре пурăнакансен, «Пехет» агромаркета килнисен, хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшма майсем çителĕклĕ пулнă, çавăн пекех кирлĕ япаласем, пахалăхлă продукци туянма та.

Чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕчченех Чăваш ен Сывлăх министерстви агромаркетра «Сывлăх тимлĕхре: хăвна тĕрĕсле!» ыркăмăллăх акцийĕ ирттернĕ. Палăртмалла, ку акци Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» пĕлтерĕшлĕ социаллă проекчĕн тăсăмĕ.

Ыркăмăллăх акцийĕ сывлăха тÿлевсĕр тĕрĕслеме, пĕрремĕш пулăшăвăн хăнăхăвĕсене вĕренме, тĕрĕс апатланмалли тата анлă сарăлнă чирсенчен сыхланмалли мелсене тишкерме çул уçать.

Кашниех «çурçĕр утти» енĕпе мастер-классене хутшăнма, çавăн пекех грипран прививка тутарма пултарнă.

Асра тытăр, сывă пурнăçăн тĕп правили - чир-чĕртен сыхланасси! Ку проект кирек хăш ÿсĕмрисем валли кăсăклă та усăллă мероприятисем темĕн чухлех сĕнет.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика