Пурин те пĕр тĕллев

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2025, 15:48 Просмотров: 17

Вĕренÿ учрежденийĕсенче ыркăмăллăх юхăмĕ вăй илсех пырать. Акă, Вăрман Кипекри педколлектив, çамрăк ăру тата ашшĕ-амăшĕ тăнăç пурнăçшăн кĕрешекен Раççей салтакĕсем валли гуманитари пулăшăвĕ пухнă. Вĕсен чун-чĕрисем пĕр пек тапни пархатарлă тĕллевсене мĕнпур кăмăлтан пурнăçлама пулăшать.

Салтаксене хĕллехи условисенче кирлĕ нускисем, перчеткесем, футболкăсем, тăван енри паха çимĕçсем, ытти кирлĕ япаласем пухни - иксĕлми тăрăшулăх, хастарлăх тĕслĕхĕ.

Тăван кĕтесрен хыпар илни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕренекенсем СВО-ри салтаксем патне ырă сунса çырусем те çырнă. Кашни йĕркере шанчăк, ĕненÿ, Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсемпе мăнаçланни, вĕсене çĕнтерÿпе кĕтни палăрать. Салтак патне янă çырусем чуна хăпартлантараççĕ.

Пĕрле чухне пире никам çĕнеймĕ! Çак ырă ĕçе хăйĕн тÿпине хывнă кашни çыннах хисепе тивĕçлĕ. Пирĕн тăрăха лайăх хыпарсем кăна çиттĕрччĕç. Ватти-вĕтти те çак ĕмĕтпе пурăнать.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика